Официальный сайт audiophilesoft 24/7/365

Вы не зарегистрированы

Авторизация



Л.Сачковăн «Оля-Улькка» калавĕ, хайлавăн темипе тĕп шухăшĕ

Submitted by Ирина Федоровна Краснова on Tue, 22/11/2011 - 13:25
Данные об авторе
Автор(ы): 
Краснова Ирина Федоровна
Место работы, должность: 
МБОУ "Синекинчерская ООШ" Урмарского района , учитель чувашского языка и литературы
Регион: 
Республика Чувашия
Характеристики урока (занятия)
Уровень образования: 
основное общее образование
Целевая аудитория: 
Учащийся (студент)
Класс(ы): 
6 класс
Предмет(ы): 
Родной язык
Цель урока: 

Сапăрлăх тĕллевĕ: ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; сусăр çынсене пулăшма хатĕр пуласси, вĕсен чун-чĕрине ăнланма вĕрентесси, хăйсенчен айвантарах çынсенчен кулнине сивлесси.

Пĕлÿ тĕллевĕ: Л.Сачковăн «Оля-Улькка» калавăн темипе тĕп шухăшне, тĕп сăнара уçса парасси.

Аталантару тĕллевĕ: харпăр шухăшне пĕтĕмлетме хăнăхтарасси;  сăмах пуянлăхне,  унăн сăнарлăхне туйма вĕрентесси. 

Тип урока: 
Урок изучения и первичного закрепления новых знаний
Учащихся в классе (аудитории): 
15
Используемые учебники и учебные пособия: 

Тăван литература: Вĕренÿпе вулав кĕнеки. 6-мĕш класс валли /Н.Г. Ивановăпа З.С.Антонова çырса-пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2009. – 287с. 

Используемая методическая литература: 

VI класри тăван литература урокĕсем: меслет кăтартăвĕсем/Н.Г.Иванова т.ыт. – Шупашкар:Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2007. -123с. 

Используемое оборудование: 

мультимедиа-проектор, компьютер

Используемые ЦОР: 

Мультимедийная презентация

Л.Сачковăн «Оля-Улькка»калавĕ, хайлавăн темипе тĕп шухăшĕ. 

Краткое описание: 
Урок планĕ. I. Хайлава вулас умĕнхи ĕçсем. 1.Число, тема ятне тетрадь çине çырни, тĕллевĕсемпе, эпиграфпа паллаштарни. 2. Людмила Сачковăпа кĕскен паллаштарни. 3. Словарь ĕçĕ ирттерни. II. Хайлава вуласа тишкерни. 1. Аппăшĕпе йăмăкĕн калаçăвне рольпе вуласа пани.(214с., 215с. 4 абз. пуçласа 216с. 2абз. таран) 2. Сăн ÿкерчĕкри Оля çинчен çырнă вырăна тупса вулани.(215с., 3 абзац) 3. Улькка çинчен çырнă вырăна тупса вулани. (216с., 2-мĕш абзацран пуçласа вĕçне çитиччен) 4. Тĕп сăнарăн икĕ енлĕ портретне кластер мелĕпе тишкерни. III. Кану саманчĕ. IV. Кроссворд тупнă май сапăрлăх тĕллевне пурнăçлани. 1. Ыйтусене хуравлани. 2. «Оля-Улькка» хайлавăн тĕп шухăшĕпе килĕшÿллĕ е ăна çывăх ваттисен сăмахĕсем калани. V. Хайлаври илемлĕх мелĕсемпе ĕçлени. 1. Антитеза термина ăнлантарни. 2. Карточкăра панă предложенисенче илемлĕх мелĕсем тупни. 3. «Ĕмĕрĕ вăрăм, юрри кĕске пулчĕ унăн» тенине ăнлантарни. VI. Киле ĕç пани. Виçĕ енлĕ дневник

Урок юхăмĕ

  1. Хайлава вулас умĕнхи ĕçсем.
  2. Число, тема ятне тетрадь çине çырни, тĕллевĕсемпе, эпиграфпа паллаштарни.

Тĕллевĕсем: а) Л.Сачковăн «Оля-Улькка» калавăн темипе тĕп шухăшне, тĕп сăнара уçса парасси.

ă) харпăр шухăшне пĕтĕмлетме хăнăхтарасси;  сăмах пуянлăхне,  унăн сăнарлăхне туйма вĕрентесси.

б) ырăпа усала уйăрма вĕрентесси; сусăр çынсене пулăшма хатĕр пуласси, вĕсен чун-чĕрине ăнланма вĕрентесси, хăйсенчен айвантарах çынсенчен кулнине сивлесси.

 

Эпиграф: «Уксах-чăлахран кулма хушман».(Ват. сăм.)

 

2. Людмила Сачковăпа кĕскен паллаштарни.

- Унăн хайлавĕсемпе эпир паллашнă: «Шăпăрлан» пьесине, «Ăмсану» калавне вуланă. (пĕр ачи Сачкова çинчен каласа парать)

Л.Сачкова 1957-мĕш çулта Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ. Чăваш университечĕн чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне пĕтернĕ. Шкулта ĕçленĕ. «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар» хаçатсенче, «Пике» журналта, Чăвашрадиора вăй хунă.

            Вăл- «Чĕкеçĕм, чĕкеç» (1996), «Ытарайми куçсем» (2000), «Шăпăрлан» (2003) кĕнекесен авторĕ. Унăн пьесисемпе Чăваш патшалăх пукане театрĕ «Шăпăрлан»(1998) спектакль лартнă, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Юрату юрри» (2000), «Эсĕ кайрăн та…» (2002), «Çухалнă хур кайăк çулĕ» (2004) спектакльсем сцена çине кăларнă.

            Л.Сачкова - 2003 çулхи «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсăн «Çулталăкри чи лайăх драматург» лауреачĕ. Унăн «Шăпăрлан» кĕнеки çав çултах Чăваш наци библиотеки ирттернĕ «Çулталăкри чи лайăх сборник» диплома тивĕçнĕ.

Вăл – Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен членĕ.

 

3. Словарь ĕçĕ ирттерни.

- Ку хайлава та килте вуласа эсир паллашнă. Халĕ  ăнланма йывăр сăмахсене пăхса тухăпăр.

Йÿтетмĕш – зануда, надоедливый

Шахвăртса – говорить намёками, загадками

Архив – кивĕ документсен пуххи

Объектив – оптика приборĕсен пайĕ, фотоаппарат объективĕ

Университет – пĕлÿлĕхе ÿстермелли учреждени

Этем кÿлепи – туловище человека

Ăрша – мгла, знойное марево

Алчăравлă – растерянный

Кĕсле хĕлхĕ - струна гусли

Ахах чулĕ - агат, жемчуг

Уксах-чăлах – калека, искалеченный

Ăсран арпашнă – рассудок помутился

Самайлансан – поправиться, выздоравливать

 

  1. Хайлава вуласа тишкерни.

1. Аппăшĕпе йăмăкĕн калаçăвне рольпе вуласа пани. (214с.тата 215с.4абз. пуçласа 216с 2абз. таран)

- Аппăшĕ сăн ÿкерчкри хĕрачана мĕншĕн паллаймарĕ? (Мĕншĕн тесен пачах урăх сăн- питлĕ хĕр ача куç умĕнче)

- Калаври хĕрачан миçе ят? (калаври хĕр ачан икĕ ят, пĕри сусăрланичченхи, тепри сусăрланнă хыççăнхи)

2. Сăн ÿкерчĕкри Оля çинчен çырнă вырăна тупса вулани.(215с., 3 абзацĕ)

- Пирĕн куç умне илемлĕ сăн-питлĕ хĕр ача тухса тăчĕ

3. Улькка çинчен çырнă вырăна тупса вулани. (216с., 2-мĕш аабзацран пуçласа вĕçне çитиччен)

- Чире пула илемлĕ хĕр ачаран, Ольăран алчăравлă куçлă Улькка пулса тăчĕ.

- Эсир хĕр ачана шеллетĕр-и? Мĕншĕн? ( Мĕншĕн тесен унăн малашлăхĕ, пуласлăхĕ çук, хăй мĕн ĕмĕтленнине пурнăçлама пултараймарĕ. Вăл та пирĕн пек çынахчĕ, ĕмĕчĕсем те пысăкчĕ, халĕ вара тĕллевсĕр пурнăç кăна)

 

4. Тĕп сăнарăн икĕ енлĕ портретне кластер мелĕпе тишкерни.

- Халĕ тетрадь çине Ольăн портретне кластер мелĕпе сăнласа çырса тухатăр, çавăн пекех Ульккана.

 

 

Илем-лĕ сăн-питлĕ

Чакăр, тăрă куçлă

Тирпейлĕ тум-тирлĕ

Телей-лĕ

Таса чунлă

Оля

Ырă ĕмĕтлĕ

 

 

 

Сумсăр

Тĕлли-палли-сĕр хускану-семлӗ

Пули-пулми тумлă

Уль-кка

Кĕске кастар-нă çÿçлĕ

Алчă-равлă куçлă

Тăрлав-сăр калаçу

 

 

III. Кану саманчĕ.

Хĕвел тухрĕ, вăратрĕ

Ăшшине пире вăл пачĕ.

Пире ăшă пулса кайрĕ.

Пĕр-пĕрин çине пăхатпăр,

Ăшă кулă парнелетпĕр.

Алла-аллăн тытăнатпăр,

Туслă-туслă пурăнатпăр.

 

 

IV. Кроссворд тупнă май сапăрлăх тĕллевне пурнăçлани.

1. Халĕ ыйтусене хуравланă май пушă клеткăсене тултарăпăр.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

а)Хĕр ачасемпе арçын ачасем пÿрнисемпе тĕллесе йĕкĕлтеççĕ, чĕлхе кăларса витлеççĕ. Ачасен çак хăтланăвĕсене мĕнле ят пама пулать? (иртĕхÿ)

- Ачасем тĕрĕс тăваççĕ-и? Эсир çакăн пирки мĕн шутлатăр? (Ачасем тĕрĕс мар тăваççĕ. Улькка вĕсен умĕнче ним айăпа та кĕмен. Ун вырăнĕнче кирек кам тапулма пултарать, инкеке ăна пĕлме çук. «Хуйхă-суйхă систермесĕр çÿрет?» - тенĕ ваттисем.)

ă) Апла пулсан мĕнле çынсенчен кулмалла мар? (чирлĕ)

б) Темиçе çул иртсен автора чуна ыраттаракан аса илÿ канăçсăрлантарать. Мĕн кансĕрленĕ-ха ăна ун чухне хăйне урăхларах тытма? (хăйне мĕнле тытмаллине пĕлменни, пĕчĕккисем ытларах аслăраххисен тĕслĕхне пăхаççĕ)

в) Сусăр, чирлĕ çынсенчен кулнине, вĕсен чун-чĕрине ăнланманнине пĕр сăмахпа мĕн тесе калама пулать? (чунсăрлăх)

г) Пирĕн çакăн пек ачасем йĕкĕлтенине, кулнине курсан мĕн тумалла? (хÿтĕлемелле, хÿтлĕхе илмелле)

д) «Оля-Улькка» калав сирĕн чĕрере мĕнле туйăм вăратрĕ? (хĕрхенÿ)

е) Людмила Сачковăн «Оля-Улькка» калавĕ сире пурнăçра çакăн пек сусăр çынсем патне мĕнлерех пулма вĕрентет? Мĕн çитмест пире? Ăна варринче çырăннă сăмаха вуласан пĕлме пулать.(тимлĕрех пулма вĕрентет, пире тимлĕх çитмест)

 

 

 

 

и

р

т

ĕ

х

ÿ

 

 

ч

и

р

л

ĕ

 

 

п

ĕ

л

м

е

н

н

и

 

ч

у

н

с

ă

р

л

ă

х

 

 

х

ÿ

т

л

ĕ

х

 

 

х

ĕ

р

х

е

н

ÿ

                           

 

 

- Л.Сачкова пире пĕр-пĕрин савăнăçне, хуйхи-суйхине пайлама чĕнет. Ăшă та ырă сăмах калама, йăпатма, хавхалантарма, мухтама, тивĕçлипе чыслама тимлĕх çитменни çинчен хумханса çырать автор.

            Пуç мимин чирĕпе сусăр çынсемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла. Вĕсенчен нихăçан та кулмалла мар, кÿрентерме, йĕкĕлтеме юрамасть. Вĕсемпе чунсăр пулмалла мар. Çакăн пек çынсем пирĕнте хÿтлĕх шыраççĕ. Ырă кăмăлпа калаçни, тимлĕх уйăрни, хисеплени, юратни, упрани вĕсен чирлĕ чунне çемçетет.

2. «Оля-Улькка» хайлавăн тĕп шухăшĕпе килĕшÿллĕ е ăна çывăх ваттисен сăмахĕсем калăр.

- Уксах-чăлахран кулма хушман.

- Чун тасалăхне укçалла илме çук.

- Ырри усала çĕнтерет.

- Çынна сиен тăвăн, ху та çавна курăн.

- Çынна кÿрентерни çĕре ÿкмест теççĕ.

- Ыр туни харама каяс çук.

 

V. Хайлаври илемлĕх мелĕсемпе ĕçлени.

1. - Автор хăйĕн хайлавне мĕншĕн икĕ ятлă «Оля-Улькка» тесе ят панă? (Пĕр çынра икĕ тĕрлĕ сăнар, пĕри Оля- сусăрланиччен, теприУлькка – сусăрланнă хыççăн.)

-  Çакăн пек хытă уйрăлса тăракан сăнарсене хирĕçлетсе кăтартса панине литературăра антитеза теççĕ. Термина тетрадь çине çырса хуратпăр.

Антитеза (хирĕçлетÿ) – калас шухăша вăйлатса витĕмлĕх кÿмелли стилистика фигури; пĕр-пĕринчен хытă уйрăлса тăракан сăнлавсене, япаласене, лару-тăрусене, сăнарсене юнашар илсе танлаштарса пăхни, хире-хирĕç тăратни.

 

2.  - Карточкăра панă предложенисенче илемлĕх мелĕсем тупăр.

- Çухине шурă чĕнтĕр тытнă хура кĕпе тăхăннă, умне те хура саппун çакнă. (эпитетсем)

- Тÿрĕ куç харшисем çутă сăна тата палăртарах çуттăн кăтартса, тăнлав патĕнче куç илемне пăсмалла мар кăшт авăнса анаççĕ - ахах чула хаклă йышши тимĕрпе эрешлесе тыттарнă евĕр. (эпитет, сăпатлантару, танлаштару)

- Халь-халь уçăлса ăшшăн, илемлĕн пăшăлтатас пек тути сăн ÿкерчĕке чĕрĕлĕх кĕртет. ( сăпатлантару, танлаштару)

-  Çав витĕр тăрă куçра çыннăн пĕтĕм кăмăлĕ кĕленче çинчи пек тухса тăнă. (сăпатлантару, танлаштару, эпитет)

- Ылтăн ăсĕ, чĕр кĕмĕл чÿхенĕвĕллĕ куçĕ те çук. (эпитет, метафора)

- Çуллахи ăшă вăхăтра тулă пусси çийĕн ăрша вылянине, чĕр кĕмĕл чÿхеннине аса

илтерекен куç. (эпитет, метафора)

- Хĕлĕхĕ татăлнă кĕсле пек ĕмĕрĕ вăрăм, юрри кĕске пулчĕ унăн. (танлаштару, антоним

пур, ăна антитеза тесе калама пултаратпăр)

 

3.- «Ĕмĕрĕ вăрăм, юрри кĕске пулчĕ унăн» тенине мĕнле ăнланатăр. (Ольăн пурăнас çулĕ вăрăм пулма пултаратчĕ. Çак хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл вĕренсе тухса лайăх специалист пулса ĕçлеме пултаратчĕ, çынсене мĕн чухлĕ усă паратчĕ. Ольăн та ĕмĕчĕсем пулнă ĕнтĕ, пысăк та çутă ĕмĕтсем. Анчах ĕмĕчĕсем пĕр самантрах татăлчĕç, юрри пĕтрĕ, ытла та кĕске пулчĕ.)

 

VI. Киле ĕç пани.

Виçĕ енлĕ дневник (тетрадь çине çырса хуни)

 

Эпĕ мĕн пĕлтĕм?

Эпĕ мĕн илтĕм?

Эпĕ мĕн каласшăн?

 


Смотреть видео 365 онлайн


Смотреть русское с разговорами видео

Online video HD

Видео скачать на телефон

Русские фильмы бесплатно

Full HD video online

Смотреть видео онлайн

Смотреть HD видео бесплатно

School смотреть онлайн