Официальный сайт circ-a 24/7/365

Вы не зарегистрированы

Авторизация



Чãвашсен сÿнми çãлтãрĕсем

Submitted by валентина николаевна савинова on вс, 13/11/2011 - 21:36
Данные об авторе
Автор(ы): 
Савинова Валентина Николаевна
Место работы, должность: 
МБОУ " Первомайская СОШ" Батыревского района Чувашской Республики, учитель чувашского языка и литературы
Регион: 
Республика Чувашия
Характеристики урока (занятия)
Уровень образования: 
высшее профессиональное образование
Целевая аудитория: 
Классный руководитель
Целевая аудитория: 
Учитель (преподаватель)
Класс(ы): 
Все классы
Предмет(ы): 
Другое
Тип урока: 
Комбинированный урок
Учащихся в классе (аудитории): 
5
Используемое оборудование: 

Мультимедийный экран

Используемые ЦОР: 

Презентация

Краткое описание: 
Внеклассное мероприятие о творчестве В.Митта, В.И.Давыдов-Анатри, Н.Исмукова.

Чãвашсен сÿнми çãлтãрĕсем.

 

(Аслã Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Митта Ваçлейĕн, В.И.Давыдов-Анатрин, Н.Исмуковãн пултарулãхĕ тãрãх хатĕрленĕ поэзи каçĕ)

 

Эпиграф:

 

               Илемлĕ те çутã зал. Стенасене тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе тата хãюсемпе илемлетнĕ. Стена çинче Митта Ваçлейĕн, В.И.Давыдов-Анатрин, Н.Исмуковãн портречĕсене вырнаçтарнã. Поэтсен кĕнекисен выставкине йĕркеленĕ.Çепĕç чãваш юрри янãрать. Мультимедийлã экран çинче Митта Ваçлейĕн, В.И.Давыдов-Анатрин, Н.Исмуковãн пурнãçĕпе пултарулахĕ тãрãх хатĕрленĕ презентации страницисем тухса пыраççĕ.

 

1 ертсе пыракан: Ырã кун пултãр, хисеплĕ тус-тантãшсем, вĕрентекенсем, курма килнĕ

                              хãнасем!

 

2 ертсе пыракан: Ырã вãхãт тĕлне пултãр пурне те!. Эпир сире паян çак залра курма питĕ

                              хавас!

 

1 ертсе пыракан: Аслã Арапуç ялĕ Пãла шывĕ хĕрринче илемлĕ вырãнта ларать.Çуллахи                           вахãтра ял çине пãхса тãранмалла маар  илемлĕ. Урамĕсем вãрãм та тÿрĕ.Вĕсен икĕ айккипе йãмрасемпе тирексем.Аякран пãхсан ял  хула пек курãнса ларать. Ялãн икĕ вĕçĕнсе те вãрман: Малти Хырай, Кайри Хырай.

 

2 ертсе пыракан: Çак илемле ялта çуралса ÿснĕ  чãвашсен çутã çãлтãрĕсем: Митта Ваçлейĕ, В.И.Давыдов –Анатри, Н.Исмуков.

Паян эпир сирĕнпе сак çыравçãсен пурнãçĕпе, пултарулãхĕпе паллашãпãр.

 

1 ертсе пыракан:Чãвашсен паллã сãвãçи Митта Ваçлейĕ 1908 çулхи пуш уйахĕн 5-мĕшĕнче Чãваш Республикин Патãрьел районĕнчи Аслã Арапус ялĕнче хресчен çемйинче çуралнã. Унãн ашшĕпе амãше хутла пĕлмен чãвашсем пулнã. Пулас поэта тĕнче тата граждан вãрçисенче пиçĕхнĕ Илле пиччĕшĕ ãс пухма нумай пулãшнã

 

2 ертсе пыракан: Сакãр çул ялти шкулта вĕреннĕ хыççãн , 1924 çулта, Ваçлей Чĕмпĕр педтехникумне кайса кĕрет. !926 çулта учитель ятне илтсен пĕр вãхãт шкулта ĕçлет, унтан Патãръел районĕнчи « Октябрь ялавĕ» ( хальхи « Авангард») хаçатра вãй хурать. !930 сулат вал каллех учитель ĕçне тавранать: икĕ çул Çĕмĕрле районĕнси Хутарта ĕçлет, унтан Шупашкара пурãнма куçать. Кунта вãл малтан Чãвашрадиоинформаци комитетĕнче. Каярах кĕнеке издательствинче тãрãшать. Çав вãхатрах Мускаври Литература институтĕнче куçãмсãр майпа вĕренет.

 

1 ертсе пыракан: Митта Ваçлейĕн пултарулãхĕ хамãр çуралнã çĕр-шыва юратма хавхалану кÿрет.

 

Ачасенчен пĕри  Митта Ваçлейĕн « Атãл юрри" сãввине вулать.

 

2 ертсе пыракан:МиттаВаçлейĕ тĕрлĕ инкекепулалитератураранумайпусарãнсаĕслеймерĕ. Анчах вãл хамãр таван сырулãхра хãйĕн паллã йЕрне хãварчĕ. Унãн ятне пирĕн халãх ырапа асãнать.

 

1 ертсе пыракан: Митта Ваçлейĕн ячĕпе Аслã Арапуç ялĕнче шкул, урам, музей пур.

 

 2ертсе пыракан: Митта Ваçлейне халалласа В.И.давыдов-Анатри « Кам мухтамĕ Митта юррине» сãвã çырнã.

 

                            Ачасенчен пĕри  В.И.Давыдов-Анатрин сãввине вулать.

Кам мухтамĕ Митта юррине,

Илĕртÿллĕ сãвви-кĕввине.

Хисеплетчĕ поэт çынсене,

Пуç таятчĕ савса ĕçчене.

 

Туслãхпа юрату хаклине,

Чãн поэтан таса тивĕçне

Вãл манмарĕ çĕре кĕриччен,

Хĕрÿ çулãм чĕри сÿниччен.

 

1 ертсе пыракан: Митта Ваçлейĕн пултарулãхĕ сãваш поэзине, куçару ĕçне тата публицистикипе критикине аталантарас тĕлĕшпе пысãк пĕлтерĕшлĕ. Сãмах ãсти  А.Пушкинãн « Борис Годунов» трагедине, М.Горькин « Фома Гордеев», « Окуров хули» хайлавĕсене, Л.Кассилĕн « Аслã хирĕçтãрÿ» тата ытти хайлавсене куçарма хутшãннã.

 

2 ертсе пыракан: Митта Васлейĕ çырнисем уйрãмшар кĕнекен çакãн пек ятсемпе тухнã: « Кãмãл», « Кãмãлтан», « Кãмãлãмпа шухãшãм», « Халал», « Думы мои, мечты мои», ! Кĕрхи илем», «Çак юрра ахаль маар эп юрларãм», « Суйласа илнисем».

 

1 ертсе пыракан: Митта Ваçлейĕн пурнãç çулĕ кĕске пулчĕ. Вãл 1957 çулхи çĕре кĕчĕ. Анна Аслã Арапуç ялĕн масарĕ çине пытарнã.Унãн вил тãприйĕ çинче икĕ хурãн чÿхенсе ларать. Палакĕ çине поэтãн сãвã йĕркийĕсене шãрçаланã.

 

 1 ача: Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам.

           Пин юррãмран пĕри анчах юлайтãр.

           Āна таван ыр кãмãлпа юрлатар,

           Вара манн канлĕ пулĕччĕ тãпрам.

 

       Патãррьел районĕн гимнĕ янарать. Пурте ура çине тãраççĕ.

 

1 ертсе пыракан: Патãрьел район гимнĕн сãмахĕсене çыраканĕ В.И.Давыдов-Анатри. Поэзии тãвĕ çинче В.И.Давыдов-Анатрин çут çãлтãрĕ ытти çутã çалтãрсенчен çутãрах, хãватлãрах ялкãшать. Вãл чãваш çĕрĕн пултаруллã халãхне, яш-кĕрĕмне вãй-хал парса, çул кãтартса, пурнãçа юратма, пурнãçãмãрта çирĕп утãмсем туса пыма хавхалантарать.

 

2 ертсе пыракан:Чãваш халãх поэчĕ В.И.Давыдов-Анатри 1917 çулхи раштавãн 26 –мĕшенче Аслã Арапуç ялĕнче çурална. Ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççãн партии шкуленче, учительсем хатĕрлекен институтра вĕреннĕ, « Октябрь ялавĕ» район хаçачĕн редакторĕ, « Коммунизм ялавĕ» хаçатãн литература сотрудникĕ, партии обкомен инструкторе, чаваш кĕнеке издательствин редакторе пулса ĕçленĕ.

 

1 ертсе пыракан: В.И.Давыдов-Анатри хĕрĕх ытла кĕнеке авторĕ: « « Чĕре хушнипе», « Пирĕн телей», « Сурхи кунсем», « Чун-чĕре сãввисем», « Юлташсемпе юнашар», « Чеменпе Мерчен», « Юррãмсем-çунатãмсем» тата ыт.те.

 

2 ертсе пыракан: В.И.Давыдов-Анатри – Шупашкар хулин, Патãрьел районĕн хисеплĕ çынни. Вãл вилнĕ.

 

1 ертсе пыракан: В.И.Давыдов–Анатри -  ачасен çывãх тусĕ. Вãл ачасем вали сãвã, юмах кĕнекисем çырса пичетленĕ. « Сатин кĕпе» хайлав афтобиографи материалесем çинче никĕсленнĕ.

2 ертсе пыракан: В.И.Давыдов-Анатри – поэт-юрãç.Унãн 600 ытла сãввине юрра хывнã, çур ĕмĕр ытла янãраççĕ вĕсем.

 

                 Ачасем « Асамат кĕперĕ» юрра шãрантараççĕ.

 

1 ертсе пыракан: В.И.Давыдов-Анатри хайлавесем ачасене Тãван-çĕршыва  чун-чĕререн юратма, хаклама, пĕр-пĕринпе туслã пурãнма, туслãха упрама хистеççĕ, Атте-аннене хисеплеме вĕрентеççĕ.

Итлесе пãхар-ха В.И. Давыдов-Анатрин анне çинчен çырнã сãввисене.

 

2 ача: Эх, аннеçĕм, пĕртен пĕр анне,

           Санран хаклã çын çук тĕнчере.

           Эс çĕклетĕн чуна-чĕрене,

           Ырã пурнãç пиллетĕн пире

 

           Чãн-чãн пысãк телей эс пурри,

           Саншãн пултãр чĕремĕр юрри.

           Çĕнĕ юрã янрать сан çинчен,

           Вãл сана парне пултãр пиртен.

 

3 ача. Хĕвел пек хĕрÿ çыннãм анне,

           Çук санарн çывãххи тĕнчере.

           Эс кÿретĕн кил.çурт илемне,

           Юратса Устеретĕн пире.

           Эх, аннеçĕм, пĕртен-пĕр анне,

           Яланах эс çĕклен чĕрене.

           Тайма пуçãм сана, тайма пуçãм…

 

1 ертсе пыракан: В.И.Давыдов-Анатрин сãввисем çãмãллãн, , пĕтем кãмãл-туйãмпа вуланаççĕ. Сãввисем те тĕрлĕ енлĕ унãн, кунта чун ãшши-хыппи те, юрату хãвачĕ те, çутçанталãк илемĕ те, тãнãç пурнãç, тус-тãванлãх енĕсем палãраççĕ. Çакна эпир пурне те « Юррãмсем, çунатãмсем» кĕнекере курма пултаратпãр.

 

Хĕрсем чãваш ташши ташлаççĕ.

 

2 ертсе пыракан: мĕн тери ãнлануллã та илемлĕ, вĕрентсе калаççĕ В.И.Давыдов-Анатрин тãван чãваш чĕлхин хавачĕ çинчен çырнã йеркисем.

 

4 ача: «Упрар тãван чĕлхемĕре»

            Ан тиркесем чĕлхемĕре,

            Ан хãй ãна начар теме.

            Унпа сана аннÿ ÿстернĕ,

            Юрла-юрла хулен сиктернĕ.

                        Савар, мухтар, чĕлхемĕре,

                         Āна усрар чыс-хисепре,

                         Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,

                         Çÿл тÿпене çити çĕкленнĕ.

             Упрар тãван чĕлхемĕре,

             Чун-чĕрери хĕлхемĕре,

             Унпа эпир ялан çĕнтернĕ,

             Çĕр-шыв ятне çÿле çĕкленĕ.

 

1 ертсе пыракан: Пирĕншĕн, чãваш çĕрĕн çыннисемшĕн, тãван халãхшãн, çамрãксемшĕн В.И.Давыдов-Анатри чãн-чãн тĕслĕх пулса тãрать. Эпир унпа савãнатпãр, мухтанатпãр.

 

2 ертсе пыракан: Чãваш халãх поэчĕ Николай Аверкиевич Исмуков 1942 çулхи пуш уйãхĕн 2-мĕшĕнчеПатãрьел районĕнчи Аслã Арапуç ялĕнче  çуралнã.Вãл кĕçĕн классенчех сãвãсем шãрçалама пуçланã. Поэтãн малтанхи сãввисем « Коммунар» , «Авангард»   хаçатсенче кун çути курнã. Часах вĕсем республика хаçаткун çути курнã. Часах вĕсем республика хаçатĕнче пичетленме тытãнаççĕ.

 

1 ертсе пыракан: Николай ачаранах  ÿкерме юратнã.Çичĕ класс пĕтернĕ хыççãн Шупашкарти Унер техникумне вĕренме кĕрет. Рисовании, физика, физкультура, чãваш чĕлхи учителе пулса Чемен, Ишле шкулесенче ĕçлет. 1962 султа Свердловск хулинчи М.Горький ячĕпе хисепленсе тãракан Урал патшалãх университетне философии уйрамне веренме кĕрет, анна пĕтернĕ хыççãн аспирантурãра, докторатурара вĕренет.

 

2 ертсе пыракан: Н.А.Исмуков философии наукисен докторĕ, профессор, философии кафедрин ертÿçи пулса Чãваш кооперации институтĕнче вай хурать. Н. исмуков сãввисем философии çинче никесленнĕ.

 

 1 ертсе пыракан: Николай Аверкиевич Исмуков  вунã кĕнеке ытла пичетлесе кãларнã: « Ахãрсамана», « Кãсãя» тата ыттисем те.

 

Ачасем « Ахãрсамана» сãвва вулаççĕ.

 

 2 ертсе пыракан: Эпир хамãр ентешсемпе, Митта Ваçлейĕпе, Василий Иванович Давыдов-Анатрипе, Николай Аверкиевич Исмуковпа мухтанатпãр. Вĕсен хайлавесене яланах вулатпãр, ãша хыватпãр. Хамãр уява Василий Иванович Давыдов-Анатри сãввипе А. Токарев кĕвĕленĕ « Тãванлãх юрри» юрãпа вĕçлетпĕр.

 

                              Ачасем « Тãванлãх юрри» юрã шарантараç 


»  Tags for document:

Видео скачать на телефон бесплатно


Смотреть русское с разговорами видео

Online video HD

Видео скачать на телефон

Русские фильмы бесплатно

Full HD video online

Смотреть видео онлайн

Смотреть HD видео бесплатно

School смотреть онлайн