Омонимсем, синонимсем, антонимсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетесси
1 вариант
1 ĕç. Панă синонимсем çумне килĕшÿллĕ япала ячĕсене лартса çырса илĕр:
Вĕри, шăрăх . Пысăк, мăнттай. Сивĕ, сулхăн. Хура, тĕттĕм
(çанталăк, чей, калча, яшка, çын, çурт, пÿлĕм, ĕне, шыв,)
2 ĕç. Сиксе юлнă синонимсене лартса çырса илĕр, вĕсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарăр.
1.Кăлтăр-кăлтăр икĕ…
Пĕрне-пĕри хăйраса,
Пирĕн валли темĕн…
Парать тулă авăртса.
3 ĕç. Антонимсене тĕрĕс лартса çырса ил:
Кайри мала пулĕ, ………юлĕ. Кам кулать, кайран хăй те… . Пĕчĕккĕн çисен тутă пулнă, … хыпсан пырна ларнă. Чăна пурте мухтаççĕ, … кирек хăш те ĕненмест. Тăрнасем аялалла та …. те вĕçеççĕ.
2 вариант
1 ĕç. Панă омонимсен пĕлтерĕшĕсĕне ăнлантарăр, вĕсемпе пĕрер предложени тăвăр:
Урине-урине, каç-каç, çунат-çунат.
2 ĕç. Предложенисенче синонимсене тупса палăртăр.
Шăп çак вăхăтра çенĕкре ура сасси илтĕнчĕ. Пăлтăра тухсан эпĕ тутлă шăршă сарăлнине сисрĕм. Шкул алăкĕ çинче пĕлтерÿ çакăнса тăрать. Ырă хыпар илтсен пурин куçĕсем те ялкăшса çутăлма пуçларĕç. Манăн пичче аякри Сахалин утравĕ çинчен каласа пама юратать. Тете каласа панине эпир питĕ тимлĕн тăнлатпăр.
3 ĕç. Антонимсем тупса çырăр, килĕшнĕ антонимсемпе виçĕ предложени йĕркелĕр, тĕп членсене тупса палăртăр:
2 ĕç. Антонимсем тупăр, вĕсемпе предложенисем йĕркелесе çырăр:
Вĕри- …, анлă-…, уяр-…, тÿрĕ-…, вăрăм-… .
3 ĕç.Панă текстра синонимсене тупса палăртăр. Текста ят парăр. Синонимлă сăмахсен антониĕсене тупса çырăр:
Вăрман — юмахри асамлă тĕнче. Çамрăк курăкпа витĕннĕ уçланкăн икĕ енĕпе сип-симĕс вăрман курăнать. Пирăн тăрăхра авалхи вăрман пур. Ĕлĕкрех кунта 300-400 çулти капмар юмансемпе ĕмĕрхи хырсем те сахал мар çитĕннĕ. Унта вырăнĕ-вырăнĕпе çăра хырлăх кашласа ларать. Йывă ÿснĕ йывăçсем çĕр çине çутă сахал ÿкереççĕ.
4 ĕç. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарăр: çу, куç, шăл, çул.